Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре электрозарядка ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна «Атӑл» М-7 федераци ҫулӗпе юнашарах вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ станци ҫӗршывӑн центрӗ, Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи регионсем тӑрӑх ҫӳрекен машинӑсемшӗн меллӗ.
Зарядка станцийӗ талӑкӗпех ӗҫлет. Унпа харӑсах икӗ машина усӑ кураять. Вӑл кирек епле электрокар валли те меллӗ, мӗншӗн тесен тӗрлӗ порт вырнаҫтарнӑ.
Автомобиль аккумуляторне тулса ҫитме ҫур сехете яхӑн иртӗ, машинӑна кӑштах вӑй илтерме темиҫе минут та ҫитет.
Паянхи куна илсен, пирӗн ҫӗршывӑн 23 регионӗнче 125 электрозаправка ӗҫлет.
Паян шартлама сивве пула республикӑри 7 ял электроэнергисӗр тӑрса юлнӑ.
ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав 7 ялта 763 кил, вӗсенче 1591 ҫын пурӑнать. Ҫав йышра - социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 3 объект. Электроэнерги аварийӗ Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсене пырса тивнӗ.
Авариллӗ бригадӑсем тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ.
15 сехет те 35 минутра пӗтӗм яла электроэнерги панӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 10 сехет те 15 минутра «Шупашкар–Сӑр» ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.
«Kia Rio» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Ford Transit» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Красноармейскинчен Шупашкара 121-мӗш маршуртпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Салонта 10 пассажир пулнӑ.
Ҫӑмӑл машина рульне тытса пынӑ 1990 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм вилнӗ, инкеке лекнӗ тепӗр 9 ҫын аманнӑ. Ҫав шутра — ҫӑмӑл машинӑри 3-7 ҫулсенчи виҫӗ ача.
Паян 17 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнче, Кӳкеҫре, авари пулнӑ. Телее, никам та вилмеллех суранланман. Анчах васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 2 ҫулти ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Авари ҫул ҫаврӑнӑшӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Рено Логан" светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра кайнӑ, "Тойота Рав 4" машинӑпа ҫапӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче пӗр машина ҫаврӑнса ӳкнӗ.
«Хендай-Cанта Фе» автомобиль «М-7» федераци ҫулӗпе Хусан еннелле васканӑ. Ишлей ҫул ҫаврӑмне ҫитсен вӑл ҫул айккине тухса кайса кювета чӑмнӑ, машина ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Руль умӗнче 54 ҫулти водитель пулнӑ. Ӑна тӗрӗсленӗ те, вӑл эрех сыпнине тупса палӑртман. Салонта водителӗн икӗ хӗрӗ: 6 тата 13 ҫулсенчи ачасем — пулнӑ. Вӗсем аманнӑ. Хӗрачасене пульницӑна ӑсатнӑ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче 51 ҫулти хӗрарӑм пушарта шар курнӑ. Ӑна Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.
Вут-ҫулӑм Кивҫурткасси ялӗнче алхасма тытӑннӑ. Маларах асӑннӑ хӗрарӑм инкекре пиҫсе кайнӑ. Унӑн ӳчӗн 20 проценчӗ таран шар курнӑ. Вӑл хӑнана пынӑскер пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар пирус туртнӑ чух асӑрханманран тухма пултарнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче кил хуҫи арҫынни килте пуман.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 1493 хутчен пушар тухнӑ. Инкекре 70 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 87-ӗн суранланнӑ. 182 ҫынна пулӑшма май килнӗ.
Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ку должноҫе Алексей Иванов йышӑннӑ.
"Провинциль" Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унччен Шупашкар районӗн Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Сӑмах май, унччен Ҫӗрпӳ район администрацине Сергей Беккер ертсе пынӑ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ. Ҫав тапхӑрта 11700 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 13,8 процент сахалрах. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман.
Чирлекенсем ытларах Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Сӑмах май, кӑҫал чирлекенсен йышӗ чи йышли кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пулнӑ — 21 530 ҫын.
Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас тата Шӑнкас ялӗнче пурӑнакансем ҫулсеренех Ҫӗнӗ ҫул умӗн кил таврашне хитрелетеҫҫӗ. Вӑрманкасри Селедкисем кил умне 11 ҫул ӗнтӗ капӑрлатаҫҫӗ. Вӗсене «Пӗрремӗш каналпа» та кӑтартнӑ. Вӗсен кӳршисем те теттесене чӑрӑш ҫине пырса ҫакасси йӑлана кӗнӗ.
Шӑнкасри Николай Иванов та кил умне капӑрлатнӑ. Вӑл кашни ҫулах пысӑк тӑвайкки тӑвать, кӳлепесем ӑсталать. Ӑна та федераци каналӗпе кӑтартнӑ.
Халӑх пултарулӑхӗн «Фестивальсен фестивалӗ - 2022» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Пӗрремӗш степеньлӗ лауреат ятне Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗ, Вӑрнар районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ тивӗҫнӗ.
Шупашкар районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗ — иккӗмӗш степеньлӗ лауреатсем.
Виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне Элӗк районӗнчи Тӗп клуб тытӑмне, Канаш муниципалитет округӗн Тӗп клуб тытӑмне тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменне парас тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |